11 „Фарисейсемпе саддукейсен кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр“, – тесе Эпӗ ҫӑкӑр пирки каламаннине епле-ха ӑнланаймастӑр?»
Унтан Иисус патне фарисейсемпе саддукейсем пынӑ та, Ӑна тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ.
Иисус кӑвас тӗпӗнчен мар, фарисейсемпе саддукейсен вӗрентӗвӗнчен сыхланма каланине вӗренекенӗсем тинех тавҫӑрса илнӗ.
«Асӑрханӑр, – тенӗ вӗсене Иисус, – фарисейсемпе саддукейсен кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр».
Фарисейсемпе саддукейсенчен чылайӑшӗ хӑй патне шыва кӗме пынине асӑрхасан Иоанн вӗсене ҫапла каланӑ: «Эй, ҫӗлен ҫурисем! Ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлма кам вӗрентрӗ сире?
«Мӗншӗн эсир ҫав тери хӑравҫӑ? Нивушлӗ сирӗн ӗненӗвӗр ҫук?» – тенӗ Иисус вӗсене.
Иисус вӗсене хытарсах каланӑ: «Асӑрханӑр, фарисейсен кӑвас тӗпӗнчен, Иродӑн кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр».
«Эппин мӗншӗн-ха халичченех ӑнланмастӑр?» – тенӗ вара Иисус.
Ҫав хушӑра унта темиҫе пин ҫын пуҫтарӑннӑ, тӑвӑр пулнипе вӗсем пӗр-пӗрне хӗстернӗ. Иисус вара Хӑйӗн вӗренекенӗсем енне ҫавӑрӑнса ҫапла каланӑ: «Фарисейсен кӑвас тӗпӗнчен – вӗсен икӗпитлӗхӗнчен – сыхланӑр.
Эй, икӗ питлӗскерсем! Эсир ҫӗрпе пӗлӗте сӑнаса ҫанталӑка чухлама пӗлетӗр. Халӗ мӗнле вӑхӑт ҫитнине мӗншӗн пӗлейместӗр?
Мӗншӗн-ха эсир Эпӗ каланине ӑнланмастӑр? Мӗншӗн тесен Ман сӑмахӑма итлеме мехел ҫитерейместӗр.