1 Унтан Иисус патне фарисейсемпе саддукейсем пынӑ та, Ӑна тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ.
Фарисейсем вара синагогӑран тухсанах Ӑна вӗлерме кавар тунӑ. Анчах та Иисус, ҫавна пӗлсе, унтан кайнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус патне Иерусалимри саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем пынӑ та ҫапла каланӑ:
«Асӑрханӑр, – тенӗ вӗсене Иисус, – фарисейсемпе саддукейсен кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр».
Иисус патне фарисейсем пынӑ та, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, ыйту панӑ: «Упӑшкин арӑмне кирек епле сӑлтавпа та уйӑрса яма юрать-и?»
Ҫакӑн хыҫҫӑн фарисейсем кайнӑ та Вӑл каланинче епле те пулин айӑпламалли сӑлтав тупасчӗ тесе канаш тунӑ.
Анчах та Иисус, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса, ҫапла каланӑ: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр, икӗ питлӗскерсем?
Ҫав кунах Иисус патне вилнисем чӗрӗлессе ӗненмен саддукейсем пынӑ. Вӗсем Унран ыйтнӑ:
«Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Моисей ларнӑ вырӑна йышӑннӑ.
Тепӗр кунне, шӑмат кун, аслӑ священниксемпе фарисейсем Пилат патне пухӑннӑ.
Калатӑп сире: сирӗн тӳрӗлӗхӗр фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисен тӳрӗлӗхӗнчен тӗрӗсрех пулмасан, эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр».
«Мӗншӗн-ха сирӗн Вӗрентекенӗр налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет?» – тенӗ ҫакна курсан фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене.
Ҫавӑнта Иисус патне фарисейсем пынӑ та, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, ҫапла ыйтнӑ: «Упӑшкин хӑй арӑмне уйӑрса яма юрать-и?»
Анчах та Иисус, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса, ҫапла каланӑ: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр? Мана пӗр динарийлӗх укҫӑра илсе килсе кӑтартӑр-ха».
Унтан Иисус патне вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ӗненмен саддукейсем пырса ыйтнӑ:
Ҫавӑн чухне пӗр ҫын, саккун вӗрентӳҫи, мала тухнӑ та Иисуса илӗртсе тӗрӗслес тесе ҫапла ыйтнӑ: «Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла?»
Теприсем тата, Иисуса тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма хистесех ыйтнӑ.
Иисус вара, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр? – тенӗ.
Кайран Иисус патне вилнисем чӗрӗлессине ӗненмен саддукейсенчен хӑшӗ-пӗрисем пырса ҫапла ыйтнӑ:
Ҫакна вӗсем Ӑна айӑплама сӑлтав тупасшӑн тӗрӗслесе каланӑ. Иисус вӗсене курмӑш пулнӑ та пӗшкӗнсе пӳрнипе ҫӗр ҫине темӗн ҫыра пуҫланӑ.
Петрпа Иоанн халӑха вӗрентнӗ чухне вӗсем патне священниксем, Турӑ Ҫурчӗн хуралӗн пуҫлӑхӗсем тата саддукейсем пырса ҫитнӗ.
Аслӑ священникпа саддукейсен ушкӑнӗнчи ҫынсен пурин те чӗрисем кӗвӗҫӳпе тулса ҫитнӗ.
Иудейсем хӑват кӑтартмашкӑн ыйтаҫҫӗ, грексем ӑслӑлӑх шыраҫҫӗ.