9 Вӗсем этем шухӑшласа кӑларнӑ вӗрентӗве, йӑла-йӗркене вӗрентеҫҫӗ пулсан, вӗсем Мана пуҫҫапни усӑсӑр“».
Унтан Иисус халӑха чӗнсе ҫапла каланӑ: «Итлӗр те ӑнланса илӗр:
Вӗсем этем шухӑшласа кӑларнӑ вӗрентӗве, йӑла-йӗркене вӗрентеҫҫӗ пулсан, вӗсем Мана пуҫҫапни усӑсӑр“.
Эпӗ вӗрентнине ҫирӗп тытса пырсан, ҫиелтен кӑна ӗненмен пулсан, эсир Ырӑ Хыпарпа ҫӑлӑнӑр.
Эсӗ вӗсене халап хыҫҫӑн кайма, йӑх-несӗл тымарӗсене тӗпчесе вӗҫсӗр-хӗрсӗр аппаланма чар. Унашкал аппаланни тавлаштарса ярать кӑна, Турӑ хушнӑ пек ӗненме чӑрмантарать кӑна.
Тӗрлӗ ют вӗрентӳсем хыҫҫӑн ан кайӑр; мӗншӗн тесен ҫимелли йӑла-йӗркене тытса пыни никама та усӑ паман-ха. Кӑмӑлӑра ҫав йӑласемпе мар, Турӑ тивлечӗпе ҫирӗплетӗр.
Эх, айван! Ӗҫпе ҫирӗплетмен ӗненӳ вилӗ пулнине пӗлессӳ килет-и?
Ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсене итлекен кашни ҫыннах эпӗ те ҫирӗплетсе калатӑп: кам та кам ҫак сӑмахсем ҫумне урӑххи хушать, Турӑ ун ҫине ҫак кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ инкексене ярать.