Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 15:32 - Синодальный НЗ

32 Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Ҫак халӑха Эпӗ шеллетӗп: вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫимелли те вӗсен нимӗн те ҫук. Ҫул ҫинче халтан каясран Ман вӗсене выҫӑлла кӑларса ярас килмест».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 15:32
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иона кит ӑшӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулнӑ пек, Этем Ывӑлӗ те ҫӗр айӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулӗ.


Иисус ҫавна илтсен ҫын ҫук вырӑна пӗчченех кимӗпе ишсе кайнӑ. Халӑх, ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, хуласенчен тухса Ун хыҫҫӑн ҫыран хӗррипе ҫуран утнӑ.


«Кунта, ҫын пурӑнман вырӑнта, ҫакӑн чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ӑҫтан ҫӑкӑр тупас пирӗн?» – тенӗ Ӑна вӗренекенӗсем.


Иисус, хӗрхенсе, вӗсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те, икӗ суккӑр ҫын ҫав самантрах куракан пулнӑ. Вара вӗсем те Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.


«Ырӑ ҫыннӑмӑр, – тенӗ вӗсем, – леш ултавҫӑ Хӑй чӗрӗ чухне „виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп“ тенине аса илтӗмӗр-ха эпир.


Ушкӑн-ушкӑн халӑха курсан Иисус вӗсене хӗрхеннӗ: арпашса та саланса кайнӑ ҫынсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ.


– Усал сывлӑш ӑна пӗтерес тесе вута та, шыва та темиҫе хут сиктерчӗ. Хӗрхенсем пире, мӗн те пулин тума пултарсан, пулӑшсам».


Иисус ҫав тӑлӑх арӑма курсан, ӑна хӗрхенсе: «Ан йӗр», – тенӗ.


Тул ҫутӑлас умӗн Павел пурне те апат ҫиме ӳкӗтле пуҫларӗ: «Ҫырана тухасса кӗтсе эсир вун тӑватӑ кун хушши ӗнтӗ ҫинӗ-ҫимен пурӑнатӑр.


Пирӗн Аслӑ священник, эпир халсӑррине пӗлсе, хута кӗрет. Вӑл, ҫылӑхсӑр пуҫне, эпир мӗн тӳснине йӑлтах тӳснӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ