3 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эсир мӗншӗн тата хӑвӑр йӑла-йӗркӗре Турӑ хушнинчен мала хуратӑр?
«Мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлине пӑхӑнмасӑр ҫиес умӗн аллисене ҫумаҫҫӗ?»
„Аҫу-аннӳне хисепле“ тата „Ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакана вилӗм ҫиттӗр“ тесе Турӑ каланӑ-ҫке-ха.
Ҫавнашкал япаласем эсир урӑх та нумай тӑватӑр. Ҫапла майпа эсир хӑвӑр кӑларнӑ йӑла-йӗркешӗн Турӑ сӑмахне пӑрахӑҫлатӑр».
Вӑл вӗрентӳсем ҫиелтен кӑна ӑслӑн курӑнаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, хӑй ирӗкне Турӑ ирӗкӗ тени те, хӑйне мӗскӗн пек кӑтартса, ӳт-пӗвне хавшатса йӑпанни те ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн кайниех.
Эй, тӑвансем! Философиленсе, улталаса пустуй япаласем ҫинчен вӗрентекенсенчен асӑрханӑр. Вӗсем Христос хыҫҫӑн мар, этем юмах-халапӗсемпе шухӑш варкӑшӗсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ.