29 Унтан кайсан Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррине ҫитнӗ, вара пӗр сӑрт ҫине хӑпарнӑ та ҫавӑнта ларнӑ.
Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ, ҫавӑнпа Унӑн кимӗ ҫине ларма тивнӗ. Мӗн пур халӑх вара ҫыран хӗрринче тӑнӑ.
Пӗррехинче Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ. Ҫавӑн чухне Вӑл тинӗсе сӗреке-тетел пӑрахакан икӗ пӗртӑвана – Петр текен Симонпа унӑн шӑллӗне Андрея – курнӑ. Вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ.
Иисус, халӑх йышлӑн пухӑннине курсан, ту ҫине улӑхнӑ. Вӑл ларсан, вӗренекенӗсем Ун патне пуҫтарӑннӑ.
Пӗррехинче Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ. Ҫавӑн чухне Вӑл тинӗсе сӗреке-тетел пӑрахакан пӗртӑвансене – Симонпа унӑн шӑллӗне Андрея – курнӑ. Вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ.
Пӗррехинче Иисус Геннисарет кӳлли хӗрринче чарӑнса тӑнӑ. Турӑ сӑмахне итлесшӗн Ун патне халӑх кӗпӗрленсе пухӑннӑ.
Ҫавӑнтан кайран Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене Тивериада тинӗсӗ патӗнче каллех курӑннӑ. Ку ӗҫ ҫапла пулса иртнӗ.
Кайран Иисус Галилея тинӗсӗн тепӗр енне каҫнӑ. Ку тинӗсе тата Тивериада тинӗсӗ тесе те калаҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтра Тивериадӑран урӑх кимӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем Хуҫамӑр пиллесе панӑ ҫӑкӑра ҫинӗ вырӑнтан инҫех мар чарӑннӑ.