26 Иисус вара ҫапла тавӑрнӑ: «Ачасем ҫиес ҫӑкӑра йытӑсене пӑрахса пани аван мар».
Ҫапах та хӗрарӑм пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса: «Хуҫам! Пулӑшсам мана!» – тенӗ.
«Ҫапли ҫапла та-ха, Хуҫам, – тенӗ хӗрарӑм, – анчах йытӑсем те хуҫисен сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ-ҫке».
Сӑваплӑ япалана йытӑсене пӑрахса ан парӑр, хаклӑ ӗнчӗ шӑрҫана та сыснасем умне ан сапалӑр – вӗсем ӑна таптӗҫ кӑна, хӑвӑра туртса ҫурӗҫ».
«Эпир ытти халӑхсенчен ҫуралнӑ ҫылӑхлӑ ҫынсем мар, эпир иудей пулса ҫуралнӑ.
Ун чухне эсир Христоссӑр пулнӑ, Израиль халӑхӗнчен те, Турӑ шантарса панӑ халалран та аякра тӑнӑ; ҫак тӗнчере шанчӑксӑр, Турӑсӑр пурӑннӑ.
Йытӑлла ҫынсенчен, ӗненӗве сиен кӳрекенсенчен, ӳт кастарассинчен асӑрханӑр.
Усал йытӑсемпе тухатмӑшсем, аскӑнсемпе ҫын вӗлерекенсем, кӗлеткесене пуҫҫапакансем, тӗрӗсмарлӑха юратса тӗрӗс мар пурӑнакансем вара тулашӗнче юлӗҫ.