25 Ҫапах та хӗрарӑм пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса: «Хуҫам! Пулӑшсам мана!» – тенӗ.
Кимӗ ҫинчисем Ун патне пырса, пуҫҫапса ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ!»
Иисус вара ҫапла тавӑрнӑ: «Ачасем ҫиес ҫӑкӑра йытӑсене пӑрахса пани аван мар».
Халӑх вӗсене шӑпланма хушнӑ, анчах лешсем тата хыттӑнрах: «Эй, Хуҫамӑр, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑрнӑ.
Сасартӑк Иисус патне пӗр юхан-суранлӑ ҫын ҫывхарнӑ та чӗркуҫленсе ларса ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах».
– Усал сывлӑш ӑна пӗтерес тесе вута та, шыва та темиҫе хут сиктерчӗ. Хӗрхенсем пире, мӗн те пулин тума пултарсан, пулӑшсам».
Ача ашшӗ, куҫҫульленсе, ҫав самантрах: «Ӗненетӗп, Хуҫамӑр! Ӗненсех ҫитерейместӗп пулсан, пулӑшсам!» – тесе кӑшкӑрса янӑ.