23 Иисус ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмен. Вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та: «Ку хӗрарӑма кайма хуш-ха, вӑл пӗрмай пирӗн хыҫран кӑшкӑрашса пырать», – тенӗ.
Каҫ пуласпа вӗренекенӗсем Ун патне пырса ҫапла каланӑ: «Кунта ҫын пурӑнман вырӑн, каҫ та пулса килет ӗнтӗ; ялсене кайса хӑйсем валли ҫимелли туянма халӑха яр».
Ун патне ҫавӑнти пӗр хананей хӗрарӑмӗ пынӑ та: «Эй, Хуҫам, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана! Хӗрӗм усал ернипе питӗ асапланать», – тенӗ кӑшкӑрсах.
«Турӑ Мана Израиль ӑрӑвӗн ҫӗтсе кайнӑ сурӑхӗсем патне кӑна янӑ», – тесе тавӑрнӑ Иисус.