2 «Мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлине пӑхӑнмасӑр ҫиес умӗн аллисене ҫумаҫҫӗ?»
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эсир мӗншӗн тата хӑвӑр йӑла-йӗркӗре Турӑ хушнинчен мала хуратӑр?
Вӗсем Иисусӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем ҫуман, таса мар алӑпах ҫӑкӑр ҫинине асӑрханӑ та вӗсене ӳпкеленӗ.
Унтан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисусран ыйтнӑ: «Мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлине пӑхӑнмаҫҫӗ, ҫиес умӗн аллисене ҫумаҫҫӗ?»
Апат ҫиес умӗн Вӑл аллине ҫуманнине курсан фарисей питӗ тӗлӗннӗ.
Аттемӗрсенчен юлнӑ йӑла-йӗркесемшӗн эпӗ виҫесӗр тӑрӑшаттӑм, хамӑр иудей тӗнӗшӗн ман пек ҫунаканни тантӑшсем хушшинче те урӑх ҫукчӗ.
Эй, тӑвансем! Философиленсе, улталаса пустуй япаласем ҫинчен вӗрентекенсенчен асӑрханӑр. Вӗсем Христос хыҫҫӑн мар, этем юмах-халапӗсемпе шухӑш варкӑшӗсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ.
Пӗлетӗр ӗнтӗ, сире мӑн аслаҫӑрсенченех юлнӑ пушӑ пурӑнӑҫран тутӑхса пӗтекен ылтӑн-кӗмӗлпе мар, пӗр ҫитменлӗхсӗр, таса Путек евӗр Христосӑн хаклӑ Юнӗпе тӳлесе илнӗ.