19 Мӗншӗн тесен ҫак усал шухӑшсем пурте: ҫын вӗлересси, мӑшӑра улталасси, аскӑнланасси, вӑрласси, судра суйса пӗлтересси, хурласси чун-чӗререн тухаҫҫӗ.
Ҫынна Турӑ умӗнче ҫавсем ирсӗрлетеҫҫӗ. Алӑ ҫумасӑр ҫини вара ҫынна ирсӗрлетмест».
Эпӗ вара сире калатӑп: хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кашни ҫын хӑйӗн чунӗнче мӑшӑрне улталать.
Иисус, вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе тӑрса: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ырӑ мара шухӑшлатӑр? – тенӗ.
Ӗнтӗ ҫак ҫылӑхунтан ӳкӗн те Турра кӗлту, вара, тен, чун-чӗрӳнти йӑнӑш шухӑшу каҫарӑнӗ.
Ман ӑшӑмра, ман ӳт-пӗвӗмре ырри пурӑнманнине эпӗ пӗлетӗп. Мӗншӗн тесен манра ырӑ тӑвас килни пур, анчах та эпӗ ырӑ тӑваймастӑп.