9 Патша салхуланнӑ, анчах та хӑнасем умӗнче тупа тунӑран хӗр кӑмӑлне тивӗҫтерме хушнӑ.
Ҫав вӑхӑтра Иисус пирки ҫӳрекен сас-хура Галилея пуҫлӑхӗн Иродӑн хӑлхине те кӗнӗ.
Унтан хӑй ҫыннисене тӗрмене Иоанн пуҫне кастарма янӑ.
Ирод ӑна ҫавӑншӑн вӗлерттересшӗн те пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ. Халӑх Иоана пророк тесе шутланӑ.
Хӗр вара амӑшӗ вӗрентнипе ҫапла каланӑ: «Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне тирӗк ҫине хурса ҫакӑнта илсе килсе пар».
Ҫав вӑхӑтра Иисус ячӗ тавраллах сарӑлнӑ. Ирод патша Ун ҫинчен илтсен ҫапла каланӑ: «Ку – вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, ҫавӑнпа вӑл хӑватсем кӑтартать те».
мӗншӗн тесен Ирод Иоанран хӑранӑ. Иоанн тӳрӗ, сӑваплӑ ҫын иккенне пӗлсе Ирод ӑна кӳрентерме паман, хӑйӗн ӗҫӗсене те нумайӑшне Иоанн каланӑ пек тунӑ, унӑн сӑмахӗсене кӑмӑлласах итленӗ.
Патша салхуланнӑ, анчах хӑнисем умӗнче тупа тунӑран мӗн ыйтнине пама пулнӑ.
Иисус вара вӗсене: «Кайса ҫав тилле калӑр: „Эпӗ паянпа ыран усалсене хӑваласа кӑларатӑп, чирлисене сывататӑп, виҫмине Хамӑн ӗҫе вӗҫлӗп“, – тенӗ.