8 Хӗр вара амӑшӗ вӗрентнипе ҫапла каланӑ: «Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне тирӗк ҫине хурса ҫакӑнта илсе килсе пар».
Ӗнтӗ унӑн пуҫне тирӗкпе ҫӗклесе пырса хӗре тыттарнӑ, вӑл ӑна амӑшне илсе кайса панӑ.
«Эпӗ сана тупа тусах шантаратӑп, – тенӗ ӑна ҫавӑнпа Ирод, – эсӗ мӗн ыйтнине йӑлтах парӑп».
Патша салхуланнӑ, анчах та хӑнасем умӗнче тупа тунӑран хӗр кӑмӑлне тивӗҫтерме хушнӑ.
Хӗр амӑшӗ патне тухнӑ та: «Мӗн ыйтам-ши?» – тенӗ. «Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне ыйт», – тенӗ амӑшӗ.
Хӗрӗ ҫавӑнтах патша патне васкаса кӗнӗ. «Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне тирӗк ҫине хурса халех илсе килсе пар мана», – тенӗ вӑл.
Салтакӗ тӗрмене кайнӑ та Иоанн пуҫне касса, тирӗк ҫине хурса хӗр патне илсе пынӑ, лешӗ вара ӑна амӑшне панӑ.