Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 14:6 - Синодальный НЗ

6 Пӗррехинче вара, Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне, Иродиадӑн хӗрӗ хӑнасем умӗнче ташласа Иродӑн кӑмӑлне кайнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 14:6
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ирод хӑйӗн Филипп ятлӑ пиччӗшӗн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗ пулнӑ. Ҫав хӗрарӑма пула вӑл Иоана тытса ҫыхтарса тӗрмене хуптарнӑ.


«Эпӗ сана тупа тусах шантаратӑп, – тенӗ ӑна ҫавӑнпа Ирод, – эсӗ мӗн ыйтнине йӑлтах парӑп».


«Вӗрентекен! Моисей ҫапла каланӑ пулнӑ: „Кам та пулин вилсен, унран ача-пӑча юлмасан, шӑллӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, пиччӗшӗн йӑхне тӑстӑр“.


Ҫав вӑхӑтра Иисус ячӗ тавраллах сарӑлнӑ. Ирод патша Ун ҫинчен илтсен ҫапла каланӑ: «Ку – вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, ҫавӑнпа вӑл хӑватсем кӑтартать те».


Ирод хӑйӗн пиччӗшӗн Филипӑн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗ пулнӑ. Ҫав хӗрарӑма пула вӑл Иоана тыттарса тӗрмене хупса лартнӑ пулнӑ. Мӗншӗн тесен Иоанн ӑна: «Санӑн инкӳпе пурӑнма юрамасть», – тесе ӳпкеленӗ.


Иродиада вара, Иоана ҫилленсе, ӑна вӗлерттересшӗн пулнӑ, анчах пултарайман,


Иисус вӗсене хытарсах каланӑ: «Асӑрханӑр, фарисейсен кӑвас тӗпӗнчен, Иродӑн кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр».


Ҫав кун Иисус патне хӑш-пӗр фарисейсем пынӑ та: «Эсӗ урӑх ҫӗре тухса кай, мӗншӗн тесен Ирод Сана вӗлересшӗн», – тенӗ.


Анчах та Ирод, салтакӗсемпе пӗрле, Унран тӑраничченех мӑшкӑлласа кулнӑ та Ӑна патшалла ҫутӑ тум тӑхӑнтартса Пилат патне каялла янӑ.


Иисус хайхи Ирод тытса тӑракан ҫӗр-шывран пулнине пӗлсен, Пилат Ӑна шӑпах ҫав вӑхӑтра Иерусалима пынӑ Ирод патша патне янӑ.


Тиверий императора ларни вун пилӗк ҫула кайнӑ. Иудейӑра Понтий Пилат пуҫлӑхра ларнӑ, Галилея ҫӗрӗнче – Ирод, Итурейӑпа Трахонит ҫӗрӗнче – унӑн пиччӗшӗ Филипп, Авилинея ҫӗрӗнче – Лисаний.


Вӑл Ирод пуҫлӑха хӑй пиччӗшӗн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗшӗн тата ытти усал ӗҫсемшӗн хытӑ питленӗ.


Ирод кил-ҫуртне пӑхса тӑракан Хуза арӑмӗ Иоанна, Сусанна тата урӑххисем те нумаййӑн пулнӑ. Вӗсем Иисуса хӑйсен пурлӑхӗпе пулӑшса тӑнӑ.


Ӗненекен ушкӑнрисене усал тӑвас тесе Ирод патша ҫав вӑхӑталла хӑшне-пӗрне тӗрмене хуптарнӑ,


Чӑнах та акӑ ҫак хулара Иродпа Понтий Пилат, ытти халӑхсемпе тата Израиль халӑхӗпе пӗрле пухӑнса, Санӑн ҫу сӗрсе суйласа илнӗ Святой Ывӑлна, Иисуса, хирӗҫ тӑчӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ