Ҫавӑн чухне Иродиада хӗрӗ кӗнӗ те хӑнасене ташласа савӑнтарнӑ. Унӑн ташши Иродпа хӑнисене питӗ килӗшсе кайнӑ. Ирод вара хӗре: «Манран мӗн ыйтассу килет, ҫавна ыйт. Эпӗ сана кирек мӗн ыйтсан та парӑп, ҫур патшалӑхӑма та пама хатӗр», – тесе тупа тунӑ.
Чӑнах та акӑ ҫак хулара Иродпа Понтий Пилат, ытти халӑхсемпе тата Израиль халӑхӗпе пӗрле пухӑнса, Санӑн ҫу сӗрсе суйласа илнӗ Святой Ывӑлна, Иисуса, хирӗҫ тӑчӗҫ.