27 Иисус вӗсене ҫав самантрах сасӑ парса: «Хастар пулӑр! Ку – Эпӗ, ан хӑрӑр!» – тенӗ.
«Хуҫам! – тенӗ Ӑна Петр. – Енчен те Ку Эсех пулсан, эппин мана та Хӑв патна шыв ҫийӗпе пыма хуш».
Иисус вӗренекенӗсем патне пынӑ та вӗсене сӗртӗнсе каланӑ: «Тӑрӑрах, ан хӑрӑр».
Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене: «Ан хӑрӑр, кайӑр та ӗненекен тӑванӑмсене Галилейӑна пыма калӑр. Мана вӗсем унта тӗл пулӗҫ», – тенӗ.
«Ан хӑрӑр, – тенӗ вара ангел хӗрарӑмсене, – пӑталанӑ Иисуса эсир шыранине пӗлетӗп.
Ун патне паралич ҫапнӑ пӗр ҫынна хӑй выртакан вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ. Иисус вӗсен ӗненӗвне курнӑ та паралич ҫапнӑ ҫынна: «Хӑюллӑрах пул, ачам! Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ», – тенӗ.
Вӑл пурин куҫне те курӑннӑран вӗсен сехри хӑпнӑ та. Иисус вара ҫав самантрах сасӑ парса: «Хастар пулӑр! Ку – Эпӗ, ан хӑрӑр!» – тенӗ.
Ангел ӑна каланӑ: «Ан хӑра, Захария! Санӑн кӗллӳне Турӑ илтрӗ. Санӑн арӑму, Елисавета, сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, ӑна эсӗ Иоанн ятлӑ хурӑн.
Ангел Ӑна каланӑ: «Ан хӑра, Мария! Эсӗ Турӑран ырӑлӑх илтӗн.
Эй, пӗчӗк кӗтӗвӗм, ан хӑра! Аҫӑр сире Патшалӑх пама кӑмӑл тунӑ.
Ангел вӗсене ҫапла каланӑ: «Ан хӑрӑр! Эпӗ сире пӗтӗм халӑха савӑнтармалли чаплӑ хыпар пӗлтерме килтӗм.
Зеведей ывӑлӗсем те, Симонӑн юлташӗсем Иаковпа Иоанн, хӑраса ӳкнӗ. Иисус вара Симона каланӑ: «Ан хӑра, паянтан эсӗ этем чунӗсене тытакан пулӑн».
Ҫакна Эпӗ сире чун канӑҫлӑхне Манра тупӑр тесе каларӑм. Ку тӗнче сирӗншӗн хуйхӑ-суйхӑллӑ пулӗ, ҫапах ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм».
«Ан хӑрӑр, ку – Эпӗ», – тенӗ вӗсене Иисус.
Тепӗр каҫхине вара ӑна Хуҫамӑр курӑннӑ. «Хастар пул! – тенӗ Вӑл. – Эсӗ Ман пирки Иерусалимра мӗнле ҫирӗплетсе пӗлтертӗн, Римра та ҫавнашкалах пӗлтерӗн-ха».