23 Халӑхпа сывпуллашсан Вӑл пӗчченлӗхре кӗлтума ту ҫине улӑхнӑ, ҫӗрле те унта пӗчченех пулнӑ.
Унтан Иисус вӗренекенӗсемпе Гефсимани текен вырӑна пынӑ. «Эпӗ ҫавӑнта кайса кӗлтунӑ вӑхӑтра ҫакӑнтах ларӑр-ха», – тенӗ вӗренекенӗсене Иисус.
Эсӗ вара кӗлтунӑ чухне шалти пӳлӗме кӗр те, алӑкна хупса, курӑнми Аҫуна кӗлту. Вара вӑрттӑн тунине те куракан Аҫу сана уҫҫӑнах тавӑрса парӗ.
Ирхине вара Иисус ирех тӑрса тухнӑ та ҫын ҫук вырӑна кӗлтума кайнӑ.
Халӑхпа сывпуллашсан Иисус ту ҫине кӗлтума кайнӑ.
Пӗтӗм халӑх шыва кӗнӗ чух, Иисус шыва кӗрсе тухса кӗлтунӑ вӑхӑтра, тӳпе уҫӑлса кайнӑ та,
Анчах та Иисус час-часах ҫын ҫук вырӑна кайса кӗлтунӑ.
Ҫав кунсенче Иисус кӗлтума ту ҫине хӑпарнӑ. Унта Вӑл ҫӗр каҫипех Турра кӗлтунӑ.
Пӗррехинче Иисус ҫын ҫук вырӑнта кӗлтунӑ, Унпа пӗрле вӗренекенӗсем кӑна пулнӑ. «Ҫынсем Мана Кам вырӑнне хураҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ вӗсенчен Иисус.
Ҫапла калани пӗр сакӑр кун иртсен, Вӑл Петра, Иоана тата Иакова Хӑйпе пӗрле илнӗ те ту ҫине кӗлтума хӑпарнӑ.
Эпир хамӑр вара ялан кӗлтуса, Турӑ сӑмахне вӗрентсе пурӑнӑпӑр».