22 Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларса тинӗс леш енне Хӑйӗнчен маларах ишсе каҫма хушнӑ, Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ.
Унтан Иисус, халӑхпа сывпуллашсан, вӗренекенӗсемпе пӗрле килне кайнӑ. Пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫум курӑкпа ана ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарса пама ыйтнӑ.
Хӗрарӑмсемпе ачасене шутламасан, ҫиекенӗсем пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ.
Кайран Иисус, халӑхпа сывпуллашса, кимӗ ҫине ларнӑ та Магдала ҫӗрне ишсе кайнӑ.
Хайхи Силӑпа Тимофей Македонирен пырсан, чун-чӗри хистенипе Павел иудейсене Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни тесе ҫирӗплетсех пӗлтернӗ.