12 Вӗренекенӗсем вара Иоанн ӳтне пырса илнӗ те ҫӗре пытарнӑ. Унтан вӗсем ҫакӑн ҫинчен Иисуса кайса пӗлтернӗ.
Ӗнтӗ унӑн пуҫне тирӗкпе ҫӗклесе пырса хӗре тыттарнӑ, вӑл ӑна амӑшне илсе кайса панӑ.
Иисус ҫавна илтсен ҫын ҫук вырӑна пӗчченех кимӗпе ишсе кайнӑ. Халӑх, ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, хуласенчен тухса Ун хыҫҫӑн ҫыран хӗррипе ҫуран утнӑ.
Ҫавна илтсен Иоанн вӗренекенӗсем пынӑ та унӑн ӳтне тупӑклӑха илсе кайса пытарнӑ.
Ырӑ ҫынсем вара хӑйсем хисепленӗ Стефана пытарнӑ, уншӑн кулянса питӗ хытӑ йӗнӗ.