10 Унтан хӑй ҫыннисене тӗрмене Иоанн пуҫне кастарма янӑ.
Ӗнтӗ унӑн пуҫне тирӗкпе ҫӗклесе пырса хӗре тыттарнӑ, вӑл ӑна амӑшне илсе кайса панӑ.
Патша салхуланнӑ, анчах та хӑнасем умӗнче тупа тунӑран хӗр кӑмӑлне тивӗҫтерме хушнӑ.
Анчах та калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ, ӑна ҫынсем паллаймарӗҫ, унпа хӑйсем мӗн тӑвас тенине турӗҫех. Вӗсем Этем Ывӑлне те ҫавнашкал асап кӑтартӗҫ».
Калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ. Анчах та, Ҫырнинче каланӑ пекех, унпа ҫынсем хӑйсем мӗн тӑвас тенине турӗҫ».
«Иоанн пуҫне эпӗ хамах кастартӑм. Ку вара Кам-ши? Ун ҫинчен эпӗ тӗлӗнмелле сӑмахсем илтетӗп», – тенӗ Ирод. Вара вӑл Иисуса курма майлӑ вӑхӑт шыранӑ.
Вӗсем хӑйсен пророкла сӑмахне вӗҫлесен, тӗпсӗрлӗхрен тискер кайӑк тухӗ те, вӗсемпе ҫапӑҫса, ҫӗнтерӗ; вӗсене вӗлерӗ.