1 Ҫав вӑхӑтра Иисус пирки ҫӳрекен сас-хура Галилея пуҫлӑхӗн Иродӑн хӑлхине те кӗнӗ.
Вӗсем ӗненменрен Иисус унта хӑватсем нумаях туман вара.
Ҫак ӗҫ пирки йӗри-таврах хыпар сарӑлнӑ.
Анчах та тухса кайсанах вӗсем ҫав таврара пур ҫӗрте те Ун ҫинчен калаҫса ҫӳренӗ.
Иисус вӗсене хытарсах каланӑ: «Асӑрханӑр, фарисейсен кӑвас тӗпӗнчен, Иродӑн кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр».
Ирод хӑй те ҫак Ҫынна вӗлермеллех айӑплама нимӗнле сӑлтав та тупайман. Эпӗ Ӑна ун патне янӑччӗ.
Тиверий императора ларни вун пилӗк ҫула кайнӑ. Иудейӑра Понтий Пилат пуҫлӑхра ларнӑ, Галилея ҫӗрӗнче – Ирод, Итурейӑпа Трахонит ҫӗрӗнче – унӑн пиччӗшӗ Филипп, Авилинея ҫӗрӗнче – Лисаний.
Вӑл Ирод пуҫлӑха хӑй пиччӗшӗн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗшӗн тата ытти усал ӗҫсемшӗн хытӑ питленӗ.
Ирод кил-ҫуртне пӑхса тӑракан Хуза арӑмӗ Иоанна, Сусанна тата урӑххисем те нумаййӑн пулнӑ. Вӗсем Иисуса хӑйсен пурлӑхӗпе пулӑшса тӑнӑ.
Ӗненекен ушкӑнрисене усал тӑвас тесе Ирод патша ҫав вӑхӑталла хӑшне-пӗрне тӗрмене хуптарнӑ,
Антиохире, унти ӗненекен ушкӑнра, хӑшӗ-хӑшӗ пророксем, вӗрентекенсем пулнӑ: Варнавӑпа Нигер текен Симеон, Киринея ҫынни Луций, Ирод пуҫлӑхпа пӗрле пӑхса ӳстернӗ Манаил тата Савл.
Чӑнах та акӑ ҫак хулара Иродпа Понтий Пилат, ытти халӑхсемпе тата Израиль халӑхӗпе пӗрле пухӑнса, Санӑн ҫу сӗрсе суйласа илнӗ Святой Ывӑлна, Иисуса, хирӗҫ тӑчӗҫ.