6 Анчах та хӗвел тухсанах ӑна ӗнтсе янӑ, тымар ярайман калча вара типсе ларнӑ.
анчах та унӑн чун-чӗри тымарсӑр та иккӗленчӗк. Сӑмахшӑн хӗн кӑтартма е хӗсӗрлеме тытӑнсан, вӑл тӳрех ӗненӳрен пӑрӑнать.
Хӑшӗ тата чуллӑ, сахал тӑпраллӑ ҫӗре ӳкнӗ, тӑпри ӑшӑх пулнӑран калча часах шӑтса тухнӑ.
Хӑшӗ тата пиҫенлӗ вырӑна ӳкнӗ, пиҫен ҫитӗнсе кайнӑ та калчана пусса лартнӑ.
Анчах та хӗвел тухсанах ӑна ӗнтсе янӑ, тымар ярайман калча вара типсе ларнӑ.
Чуллӑ ҫӗре ӳкни вара ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем Турӑ сӑмахне илтсен хавасланса йышӑнаҫҫӗ, анчах та хӑйсем тымарсӑр. Унашкаллисем пӗр вӑхӑт ӗненсе пурӑнаҫҫӗ, анчах та тӗрӗслев вӑхӑтне тӳсеймесӗр ӗненме пӑрахаҫҫӗ.
Ӗненӗве пула сирӗн чун-чӗрӗрте Христос пурӑнтӑрччӗ тетӗп.
Турӑ умне ҫапла тӑрас тесен сирӗн, паллах, ҫирӗп те иккӗленӳсӗр ӗненмелле, Ырӑ Хыпар паракан шанчӑка ҫухатмалла мар. Эсир Ырӑ Хыпара илтнӗ, ӑна ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те пӗлтернӗ. Эпӗ те, Павел, Ырӑ Хыпар тарҫи пулса тӑтӑм.
Тымар ярса Унпа тӗрекленӗр, хӑвӑра вӗрентнӗ ӗненӳпе ҫирӗпленӗр, Турра тав тусах тӑрӑр.
Вӗсен ӗнтӗ текех нихӑҫан та хырӑмӗ выҫмӗ, ӑшӗ те хыпмӗ. Вӗсене нимӗнле хӗвел те, шӑрӑх та пӗҫертмӗ.