57 Ҫапла вӗсем Унӑн сӑмахӗсене ӗненесшӗн пулман. Иисус вара вӗсене каланӑ: «Хисеплемен пророк пулмасть, хисеплемесен те ӑна тӑван ҫӗр-шывӗнче тата килӗнче кӑна хисеплемеҫҫӗ».
Ман пирки иккӗленмен ҫын телейлӗ».
Вӗсем ӗненменрен Иисус унта хӑватсем нумаях туман вара.
Унтан Иисус ҫав вырӑнтан Хӑй ӳснӗ хулана тавӑрӑннӑ. Унпа пӗрле вӗренекенӗсем те пынӑ.
Ҫав вӑхӑтра Иисус ячӗ тавраллах сарӑлнӑ. Ирод патша Ун ҫинчен илтсен ҫапла каланӑ: «Ку – вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, ҫавӑнпа вӑл хӑватсем кӑтартать те».
Платник ҫеҫ мар-им вара Вӑл? Вӑл Мария ывӑлӗ, Иаковпа Иосийӑн, Иудӑпа Симонӑн тӑванӗ кӑна-иҫ! Унӑн аппӑшӗсем те кунтах, хамӑр хушшӑмӑртах мар-им вара?» Ҫапла вӗсем Унӑн сӑмахӗсене ӗненесшӗн пулман.
Иисус вара вӗсене каланӑ: «Хисеплемен пророк пулмасть, хисеп тумасан та ӑна тӑван ҫӗр-шывӗнче тата тӑван халӑхӗ хушшинче, хӑй килӗнче кӑна хисеп тумаҫҫӗ».
«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ унтан, – хӑйӗн тӑван ҫӗр-шывӗнче пӗр пророка та хапӑл туса йышӑнмаҫҫӗ.
«Ку – Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-им вара? – тенӗ вӗсем. – Эпир Унӑн ашшӗпе Амӑшне палланӑ ҫинчех Вӑл епле-ха „Эпӗ ҫӳлтен антӑм“ теме хӑять?»
«Сире ҫакӑ та пӑтраштарать-и? – тенӗ вӗсене Иисус, ҫав сӑмахсемшӗн вӗренекенӗсем ӳпкелешнине пӗлсе тӑрса.