54 Вӑл Хӑй ӳснӗ хулана пынӑ та унти синагогӑра халӑха вӗрентнӗ. Унӑн вӗрентӗвӗнчен ҫынсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. «Ҫакнашкал ӑслӑлӑх тата хӑват кӑтартмалӑх вӑй ӑҫтан тухать-ши Унӑн? – тенӗ вӗсем.
Унта вӑл хӑйӗн ҫемйипе Назарет ятлӑ хулара пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапла Турӑ пророксем урлӑ: «Турӑ Суйласа илнине Назорей тейӗҫ», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.
Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ.
Иисус ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсен, халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
Ӑна итлекенсем пурте Ун ӑсӗнчен те, хуравӗсенчен те тӗлӗннӗ.
Вӑл хӑйӗннисем патне килнӗ, хӑйӗннисем те Ӑна йышӑнман.
Павелпа Варнава вӗсене хӑюллӑнах ҫапла каланӑ: «Турӑ сӑмахне чи малтан сире вӗрентмеллеччӗ. Анчах та эсир ҫав сӑмаха йышӑнмасӑр хӑвӑра хӑвӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юрӑхсӑр тӑватӑр. Ҫавӑнпа та, акӑ, эпир урӑх халӑхсене вӗрентетпӗр.
Петрпа Иоанн хӑюлӑхне курса тата вӗсем вӗренмен ахаль ҫынсем ҫеҫ пулнине асӑрхаса, пуҫлӑхсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тӗлӗнсех кайнӑ. Ҫавӑнтах, кусем Иисуспа пӗрле ҫӳренине аса илсен, вӗсене палласа илнӗ.