Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 13:52 - Синодальный НЗ

52 Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен илтсе пӗлнӗ кашни саккун вӗрентӳҫине кил хуҫипе танлаштарма пулать. Ҫав хуҫа хӑй пурлӑхне упракан вырӑнтан киввине те, ҫӗннине те илсе тухать».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 13:52
31 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ырӑ ҫыннӑн ырӑ кӑмӑлӗнчен ырри тухать, усал ҫыннӑн усал кӑмӑлӗнчен усалли тухать.


«Ҫаксене пурне те ӑнлантӑр-и?» – тесе ыйтнӑ Иисус вӗренекенӗсенчен. «Ӑнлантӑмӑр, Хуҫамӑр», – тенӗ лешсем.


Ҫак ытарлӑхсене каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн Иисус унтан кайнӑ.


Ӗнтӗ Эпӗ сирӗн патӑра пророксене, ӑсчахсене, вӗрентекенсене яратӑп. Эсир вӗсенчен хӑшне-пӗрне вӗлерӗр, пӑталӑр; хӑшне-пӗрне хӑвӑр синагогӑсенче чӗн пушӑпа ҫаптарӑр, хуларан хулана тарса ҫӳремеллех хӗсӗрлӗр.


Ӗнтӗ кайӑр та Ашшӗн, Ывӑлӗн, Святой Сывлӑшӑн ячӗпе шыва кӗртсе мӗн пур халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентӗр.


Турӑ ӑслӑлӑхӗ ҫапла каланӑ ӗнтӗ: „Вӗсем патне Эпӗ пророксене, апостолсене ярӑп. Пӗрисене вӗсем вӗлерӗҫ, теприсене хӑваласа ярӗҫ“.


Эпӗ сире ҫӗнӗ пил-хушу паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр. Пӗр-пӗрне Эпӗ сире юратнӑ пекех юратӑр.


Пире кӳрентереҫҫӗ, анчах та эпир яланах савӑнӑҫлӑ. Пире чухӑн теҫҫӗ, анчах та эпир нумайӑшне пӗтми мул паратпӑр. Пирӗн, ҫук ҫынсен, пурте пур.


Эппин, ҫавна вуласа тухсассӑн, эпӗ Христос вӑрттӑнлӑхне епле ӑнланнине эсир пӗлме пултаратӑр.


Мана, ӗненекенсенчен пуринчен те тивӗҫсӗррине, ҫав ырӑлӑха – Христосӑн ӑсласа илейми пуянлӑхӗ ҫинчен ытти халӑхсене пӗлтерме – шанса панӑ.


Ун ҫинчен эсир ӗҫӗмӗрти юратнӑ юлташран, сире пулӑшакан шанчӑклӑ Христос тарҫинчен Епафрасран пӗлтӗр.


Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑрта туллин тӑтӑр. Пӗр-пӗрне псалом, мухтав юрри, кӗлӗ юрри сӑмахӗсемпе ӑслӑн ӳкӗтлӗр. Пӗтӗм чӗререн Хуҫа Турра тав туса юрлӑр.


Чиркӳ пуҫлӑхне анчахрах тӗне кӗнисене лартмалла мар, мӗншӗн тесен унашкалли мӑнкӑмӑлланса кайма пултарӗ. Вара, шуйттан пекех, суд айӑплавне тивӗҫ пулӗ.


Ҫынсене тӗрӗс вӗрентӳпе ӳкӗте кӗртес тесен, хирӗҫҫисене питлеме пултарас тесен, чиркӳ ертӳҫин хӑйне вӗрентнӗ чӑн сӑмаха ҫирӗп тытса пурӑнмалла.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ