51 «Ҫаксене пурне те ӑнлантӑр-и?» – тесе ыйтнӑ Иисус вӗренекенӗсенчен. «Ӑнлантӑмӑр, Хуҫамӑр», – тенӗ лешсем.
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен сире Ҫӳлти Патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ, вӗсене вара – паман.
Ҫул хӗррине ӳкни Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗрентнине илтсе те ӑнланайман ҫынна пӗлтерет. Ун патне шуйттан пырать те чӗрине акнине вӑрласа каять.
Вара усаллисене ҫунакан вута пӑрахӗҫ: унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнӗ».
Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен илтсе пӗлнӗ кашни саккун вӗрентӳҫине кил хуҫипе танлаштарма пулать. Ҫав хуҫа хӑй пурлӑхне упракан вырӑнтан киввине те, ҫӗннине те илсе тухать».
Ҫӑвара кӗрекенни пурте вар-хырӑма кӗрсе тулашах тухнине халиччен те ӑнланмастӑр-и?
„Фарисейсемпе саддукейсен кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр“, – тесе Эпӗ ҫӑкӑр пирки каламаннине епле-ха ӑнланаймастӑр?»
«Ҫапла вара, Турӑ Даниил пророк урлӑ калани ҫитсен, сӑваплӑ вырӑн ирсӗрлӗхпе юхӑнса тӑнине курсан, – вулакан ҫакна ӑнлантӑр, –
Ҫынсемпе Вӑл ытарлӑ кӑна калаҫнӑ, вӗренекенӗсене вара куҫа-куҫӑн чухне пӗтӗмпех ӑнлантарса панӑ.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир те ҫав териех ӑнланусӑр-и? Тулашран кӗрекенни нимӗн те ҫынна ирсӗрлетме пултарайманнине те ӑнланмастӑр-и?
Эпир тата ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те, чӑн Турра пӗлччӗр тесе, Унӑн чӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулччӑр тесе, пире ҫутӑ та, ӑс-хакӑл та пачӗ. Вӑл – чӑн Турӑ, Вӑл – ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх.