48 Сӗреке-тетел тулсан ӑна пулӑҫӑсем ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ, унтан ларса юрӑхлӑ пуллине суйласа илнӗ те савӑта янӑ, юрӑхсӑррине кӑларса ывӑтнӑ.
– Выриччен хутӑшах ӳсчӗр-ха, вырмара вара выракансене ҫапла хушӑп: ҫунтарса ямашкӑн малтан ҫум курӑкне пухса кӗлтен-кӗлтен ҫыхӑр, туллине ман кӗлете пуҫтарса хурӑр“».
Ҫӳлти Патшалӑха тата сӗреке-тетелпе танлаштарма пулать. Пулӑҫӑсем ҫав сӗреке-тетеле тинӗсе янӑ та, унта тӗрлӗ йышши пулӑ кӗнӗ.
Тӗнче пӗтмӗшӗнче те ҫаплах пулӗ: ангелсем килӗҫ те усаллисене сӑваплисенчен суйласа илӗҫ.
Кӗреҫи те Унӑн Хӑйӗн аллинчех. Вӑл йӗтемӗнчи туллине сӑвӑрса тасатӗ те ӑна Хӑйӗн кӗлетне пухса хурӗ, арпи-улӑмне вара сӳнми вутра ҫунтарса ярӗ».
Пӗррехинче Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ. Ҫавӑн чухне Вӑл тинӗсе сӗреке-тетел пӑрахакан икӗ пӗртӑвана – Петр текен Симонпа унӑн шӑллӗне Андрея – курнӑ. Вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ.