«Ҫӳлти Патшалӑха тата ана ҫине чавса пытарнӑ мулпа танлаштарма пулать. Вӑл мула пӗр ҫын тупнӑ та ҫавӑнтах чавса пытарнӑ. Хайхискер савӑннипе пурлӑхне кайса сутнӑ та ҫав анана туяннӑ.
Эпӗ нумай ҫул ҫӳрерӗм, нумай хура-шур куртӑм: юхан шывсем ҫинче те, вӑрӑ-хурахсенчен те, хамӑр халӑх ҫыннисенчен те, ытти халӑх ҫыннисенчен те, хулара та, пуш хирте те, тинӗсре те, суя тӑвансенчен те.