46 Пӗррехинче вӑл хаклӑран та хаклӑ ӗнчӗ курнӑ та кайса мӗн пур пурлӑхне сутса ҫав ӗнчӗне туяннӑ.
«Ҫӳлти Патшалӑха тата ана ҫине чавса пытарнӑ мулпа танлаштарма пулать. Вӑл мула пӗр ҫын тупнӑ та ҫавӑнтах чавса пытарнӑ. Хайхискер савӑннипе пурлӑхне кайса сутнӑ та ҫав анана туяннӑ.
Ҫӳлти Патшалӑха тата хаклӑ ӗнчӗ шыракан купсапа танлаштарма пулать.
Ҫӳлти Патшалӑха тата сӗреке-тетелпе танлаштарма пулать. Пулӑҫӑсем ҫав сӗреке-тетеле тинӗсе янӑ та, унта тӗрлӗ йышши пулӑ кӗнӗ.
Анчах та эпӗ ниме те пӑхса тӑмастӑп, пурнӑҫӑма шеллеместӗп, Иисус Хуҫамӑр хама шанса панӑ ӗҫӗме – Турӑ тивлечӗллӗ Ырӑ Хыпара ӳкӗтлесе вӗрентессине – вӗҫне ҫити хавасланса туса тӑраясчӗ кӑна.
Ман мухтанассӑм килмест. Мухтансан та эпӗ Иисус Христос Хуҫамӑр хӗресӗпе кӑна мухтанӑп. Ҫав хӗрес ҫинче ку тӗнчене маншӑн пӑталанӑ, мана та тӗнчешӗн пӑталанӑ.
Мана, ӗненекенсенчен пуринчен те тивӗҫсӗррине, ҫав ырӑлӑха – Христосӑн ӑсласа илейми пуянлӑхӗ ҫинчен ытти халӑхсене пӗлтерме – шанса панӑ.
Мӗншӗн тесен ӑслӑлӑхпа пӗлӗвӗн мӗн пур пуянлӑхӗ – Христосра.
Вӗсен таварӗсем – ылтӑн, кӗмӗл, хаклӑ йышши чулсем, ӗнчӗ, виссонпа порфира, пурҫӑнпа йӗпкӗн хӗрлӗ пир-авӑр, ырӑ шӑршӑллӑ йывӑҫ, слон шӑмминчен, паха йывӑҫран, пӑхӑртан, тимӗртен, мрамортан тунӑ япаласем,
Вун икӗ хапхи – вун икӗ ӗнчӗ. Кашни хапхине пӗр ӗнчӗрен тунӑ. Хула урамӗ – витӗр курӑнакан кӗленче пек таса ылтӑнран.