43 Ун чухне сӑваплисем Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталӗҫ. Илтме хӑлха пурри илттӗр».
Илтме хӑлха пурри илттӗр!
Вара Патша сылтӑм енчисене ҫапла калӗ: „Эй, Аттем пилленисем, килӗр те тӗнчене пултарсанах сирӗн валли хатӗрленӗ Патшалӑха еткере илӗр.
Тумтир кирлӗ чухне Мана тумлантартӑр, чирлӗ чухне Мана пӑхрӑр, тӗрмере ларнӑ чухне те Ман патӑма пырсах тӑтӑр“.
Ӗнтӗ сире калатӑп: паянтан Эпӗ иҫӗм ҫырли эрехне Аттем Патшалӑхӗнче сирӗнпе пӗрле ҫӗнӗ эрех ӗҫес кунчченех урӑх ӗҫеймӗп».
Илтме хӑлха пурри илттӗр!»
Эй, пӗчӗк кӗтӗвӗм, ан хӑра! Аҫӑр сире Патшалӑх пама кӑмӑл тунӑ.
Ман Патшалӑхӑмра кӗрекере ӗҫсе ҫиччӗр тесе, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулма престол ҫине ларччӑр тесе Аттем Мана Патшалӑх парса хӑварнӑ пекех, Эпӗ те сире Патшалӑх шанса парса хӑваратӑп».
Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Ӗнтӗ ҫирӗп те иккӗленӳсӗр пулӑр. Хуҫамӑр ӗҫӗшӗн яланах пӗтӗм чуна парса тӑрӑшӑр, эсир тӑрӑшни Хуҫа Турӑ умӗнче усӑсӑр пулманнине пӗлсе тӑрӑр.
Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Итлесемӗр мана: ӗненӳпе пуян пулмашкӑн Турӑ ҫак тӗнчери чухӑнсене суйласа илмен-им? Хӑйне юратакансене шантарнӑ Патшалӑха Турӑ чухӑнсене еткере парас темен-им?