Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 13:39 - Синодальный НЗ

39 Ҫум курӑкне акакан тӑшман – шуйттана, вырма вӑхӑчӗ – тӗнче пӗтмӗшне, выраканӗсем ангелсене пӗлтереҫҫӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 13:39
29 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Этем Ывӑлне хирӗҫ сӑмах калакана каҫарӗҫ, Святой Сывлӑша хирӗҫ калакана вара кунти пурӑнӑҫра та, лери пурӑнӑҫра та каҫармӗҫ».


Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни Турӑ сӑмахне илтекен ҫыннах пӗлтерет, анчах та ку тӗнчери хӗвӗшӳ, пуянлӑх илӗртӗвӗ ун чӗринчи сӑмаха пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать.


Анчах та ҫӗрле, пурте ҫывӑрнӑ чухне, унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулӑ хушшине ҫум курӑкӗ акса кайнӑ.


„Темле тӑшман хӑтланнӑ ҫавна“, – тенӗ хуҫи вӗсене. „Ҫумлаттарас теместӗн-и, эпир кайса ҫумлатпӑр“, – тенӗ чурисем.


Ҫапла вара шуйттана парӑннӑ ҫынсене тӗнче пӗтмӗшӗнче ҫум курӑкӗ пекех суйласа пухса ҫунакан вута пӑрахӗҫ.


Тӗнче пӗтмӗшӗнче те ҫаплах пулӗ: ангелсем килӗҫ те усаллисене сӑваплисенчен суйласа илӗҫ.


Елеон тӑвӗ ҫинче ларнӑ чухне Ун патне вӗренекенӗсем пӗр хӑйсем кӑна пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: «Каласамччӗ пире: вӑл хӑҫан пулӗ? Эсӗ тепӗр хут килессе тата ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑта мӗнле паллӑ тӑрӑх пӗлмелле?»


«Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗн пур святой ангелӗсемпе килсессӗн Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларӗ.


Вӗсене Эпӗ сире каланӑ пил-хушусене тытса пурӑнма вӗрентӗр. Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пулӑп». Аминь.


Ҫаксем пурте малашлӑх сӑнарӗсем пулнӑ. Пире, тӗнче пӗтес вӑхӑтра пурӑнакансене, ӑса кӗртмешкӗн ҫав тӗслӗхсем ҫинчен ҫырса хӑварнӑ та ӗнтӗ.


Анчах та ҫӗлен чееленсе Евӑна улталанӑ пек, эсир те, Христоса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗненессине пӑрахса, ӑсӑра пӑсасран хӑратӑп.


Нумайӑшӗ Турӑ сӑмахне пӑсса вӗрентеҫҫӗ, эпир апла вӗрентместпӗр. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ сӑмахне Унӑн ҫыннисем пек таса чунпа пӗлтерсе, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр.


Ҫак тӗнче йӑлипе, усал сывлӑшсемпе хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе эсир тахҫан ҫылӑхлӑ пурӑннӑ. Ҫав пуҫлӑх Турра хирӗҫҫисемпе халӗ те хуҫаланать-ха.


Ҫак юлашки вӑхӑтсенче вара Вӑл пирӗнпе Хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ калаҫнӑ. Вӑл Ывӑлне пӗтӗм тӗнчене еткерлӗхе панӑ, Ывӑлӗ урлӑ ҫут тӗнчене пултарнӑ.


Апла мар пулсан, тӗнчене пултарнӑранпа Унӑн нумай-нумай хутчен асапланмаллаччӗ. Вӑл вара тӗнче пӗтмӗшӗнче, Хӑйне Хӑй Турра пӗр хут парнелӗхе кӳрсе, ҫылӑха пӗтермешкӗн килнӗ.


Ӑслӑ-тӑнлӑ та сыхӑ пулӑр: сирӗн тӑшман, шуйттан, арӑслан пек хӑрлатса, кама хыпса ҫӑтмаллине шыраса ҫӳрет.


Адамран ҫиччӗмӗш сыпӑкри Енох унашкаллисем ҫинчен пророкла ҫапла каланӑ: «Акӑ, Хуҫамӑр Хӑйӗн святой пин-пин ангелӗпе килет.


Ҫапла вара пысӑк аҫтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи ҫӗлене, пӗтӗм ҫут тӗнчене илӗртсе улталаканскере, ҫӗр ҫине ҫапса антарчӗҫ. Хӑйӗнпе пӗрле тата унӑн ангелӗсене те ҫӗре ӳкерчӗҫ.


Пӗрремӗш тискер кайӑк умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартса, вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене илӗртсе улталать. Вӑл ҫынсене хӗҫпе суранланнӑ, анчах та чӗрӗ тискер кайӑкӑн сӑнарне ӑсталама хистет.


Анчах та тискер кайӑка тата ун умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан суя пророка ярса тытрӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене кӑтартса вӑл тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттаракансене, тискер кайӑк сӑнарне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вара тискер кайӑкпа суя пророка иккӗшне те кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ