Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 13:37 - Синодальный НЗ

37 Вӑл ҫапла ӑнлантарнӑ: «Лайӑх вӑрлӑх акаканӗ – Этем Ывӑлӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 13:37
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Сире йышӑнакан Мана та хапӑл тӑвать. Мана хапӑл тӑвакан Мана кунта Яракана та йышӑнать.


Иисус вӗсене тата тепӗр ытарлӑх каласа кӑтартнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха хӑйӗн ани ҫине лайӑх вӑрлӑх акнӑ ҫынпа танлаштарма пулать.


Ана хуҫин чурисем ӑна ҫапла пырса каланӑ: „Хуҫамӑр! Эсӗ хӑвӑн ану ҫине лайӑх вӑрлӑх акнӑччӗ, епле майпа халӗ унта йӑлтах ҫум курӑкӗ пусса илнӗ?“


Акнӑ чухне хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе пынӑ та ҫав пӗрчӗсене сӑхса пӗтернӗ.


Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те, вӗсем Унӑн Патшалӑхӗнчи ҫылӑха кӗртекенсене, усал тӑвакансене пурне те ҫумлӗҫ.


«Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн кӑна пуҫне хурса канмалӑх вырӑнӗ ҫук», – тенӗ вара ӑна Иисус.


Сире итлекен Мана итлет, сире йышӑнманни Мана йышӑнмасть. Мана йышӑнман ҫын Мана кунта Яракана йышӑнмасть».


Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам Эпӗ янӑ ҫынна йышӑнать, ҫав Мана хапӑл тӑвать. Кам Мана хапӑл тӑвать, ҫав Мана кунта Яракана йышӑнать».


«Канӑҫлӑх пултӑр сире! – саламланӑ вӗсене Иисус тепӗр хут. – Ӗнтӗ Аттем Мана сире вӗрентме янӑ пекех, Эпӗ те сире ыттисене вӗрентме яратӑп».


Анчах та Святой Сывлӑш сирӗн ҫине ансан эсир хӑват илӗр. Вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, тӗнче хӗррине ҫитичченех каласа ҫирӗплетекенсем пулӑр».


Тунӑ ӗҫӗмпе тени те тӗрӗсех мар-ха. Чӑннипе, эпӗ ытти халӑхсене Христос панӑ сӑмахпа тата ӗҫпе ӗнентеретӗп.


Турӑ ӗлӗк-авал пирӗн мӑн асаттесемпе пророксем урлӑ нумай хутчен тата тӗрлӗ майлӑн калаҫнӑ.


эпир ҫав тери аслӑ ҫӑлӑнӑҫшӑн чуна парса тӑрӑшмасан пире айӑплав пулмӗ-и? Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне чӑн малтан Хуҫамӑр ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, Хӑйӗнчен илтекенсем каласа пани пирӗн ӑшра ҫав хыпара тӗреклетнӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ