Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 13:36 - Синодальный НЗ

36 Унтан Иисус, халӑхпа сывпуллашсан, вӗренекенӗсемпе пӗрле килне кайнӑ. Пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫум курӑкпа ана ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарса пама ыйтнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 13:36
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫав кунхинех Иисус килтен тухнӑ та тинӗс хӗррине кайнӑ. Вӑл унта вӗрентсе ларнӑ.


Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен сире Ҫӳлти Патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ, вӗсене вара – паман.


«Эппин акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑх мӗне пӗлтернине тӑнлӑр:


Анчах та ҫӗрле, пурте ҫывӑрнӑ чухне, унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулӑ хушшине ҫум курӑкӗ акса кайнӑ.


Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларса тинӗс леш енне Хӑйӗнчен маларах ишсе каҫма хушнӑ, Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ.


Кайран Иисус, халӑхпа сывпуллашса, кимӗ ҫине ларнӑ та Магдала ҫӗрне ишсе кайнӑ.


Иисус пӗр пӳрте кӗрсен, суккӑрсем те Ун хыҫҫӑн кӗнӗ. «Эсир ыйтнине Эпӗ тума пултарасса ӗненетӗр-и эсир?» – тенӗ вӗсене Иисус. «Ӗненетпӗр, Хуҫамӑр!» – тенӗ Ӑна вӗсем.


Ҫынсемпе Вӑл ытарлӑ кӑна калаҫнӑ, вӗренекенӗсене вара куҫа-куҫӑн чухне пӗтӗмпех ӑнлантарса панӑ.


Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларма, Хӑйӗнчен маларах тепӗр енне, Вифсаидӑналла, кимӗпе ишсе каҫма хушнӑ. Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ.


Иисус халӑхран уйӑрӑлса пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫак ытарлӑх мӗне пӗлтернине ыйтнӑ.


Ҫиекеннисем тӑватӑ пине яхӑн пулнӑ. Халӑхпа сывпуллашсанах Вӑл вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине ларса Далмануфа ҫӗрне ишсе кайнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ