Ҫӳл тӳпери пуҫлӑхсемпе влаҫсене Туррӑн тӗрлӗ енлӗ ӑслӑлӑхӗ Чиркӳ урлӑ халӗ паллӑ пултӑр тесе, Туррӑн вӑрттӑнлӑхне, шухӑшне манӑн пурне те уҫса памалла. Ҫав вӑрттӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ пурне те туса ҫитернӗ Турӑра мӗн ӗмӗртен пытарӑнса упраннӑ.
Ҫак эсӗ курнӑ тискер кайӑк чӗрӗччӗ, халӗ вӑл вилӗ. Анчах та вӑл тӗпсӗрлӗхрен каллех чӗрӗлсе тухӗ те тӗп пулӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен камсен ятне тӗнче пуҫланнӑранпах пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавсем тискер кайӑка курсан тӗлӗнӗҫ. Мӗншӗн тесен вӑл чӗрӗччӗ, халӗ вилӗ, унтан каллех чӗрӗлсе тухӗ.