Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 13:32 - Синодальный НЗ

32 Сарӑ пӑрӑҫ вӑрри ытти вӑрӑсенчен чи пӗчӗкки пулин те, ӳссен вӑл пахча ҫимӗҫсенчен чи ҫӳлли пулса тӑрать. Вӑл йывӑҫ пекех паркаланса каять, кайӑксем вӗҫсе пыраҫҫӗ те унӑн турачӗсем хушшинче йӑва ҫавӑраҫҫӗ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 13:32
20 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Турӑ Патшалӑхне тата мӗнпе танлаштарар-ши? Ӑна мӗнле ытарлӑхпа сӑнарлама май пур-ши? – тенӗ Иисус.


Аксассӑн шӑтса тухать те мӗн пур пахча ҫимӗҫсенчен те ҫӳллӗ пулать. Унӑн парка турачӗсен сулхӑнӗнче вара вӗҫен кайӑксем те йӑва ҫавӑрма пултараҫҫӗ».


Иисус ҫапла каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ мӗн евӗрлӗ? Ӑна мӗнпе танлаштарам-ши?


Тепӗр темиҫе кунран ҫавӑнта ҫӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн пухӑннӑ. Ҫавӑн чухне Петр тӑрса Иисус вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмсем! Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Святой Сывлӑш Давид сӑмахӗсемпе малтанах пӗлтерсе хунӑ. Ҫырнинчи ҫав сӑмахсен пурнӑҫланмалла пулчӗ.


Ун сӑмахне итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсем Турра мухтарӗҫ. Унтан Павела ҫапла каларӗҫ: «Иисуса ӗненекенсем хушшинче миҫе пин иудей пулнине куратӑн-и, тӑванӑм? Вӗсем пурте Моисей саккунне ҫирӗп пӑхӑнса пурӑнаҫҫӗ.


Ҫиччӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртсан, тӳпере вӑйлӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ. «Ҫӗр ҫинчи патшалӑх Хуҫа Туррӑмӑрпа Унӑн Христосӗн патшалӑхӗ пулса тӑчӗ! Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Патша пулӗ!» – терӗҫ сасӑсем.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ