Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 13:3 - Синодальный НЗ

3 Иисус халӑха ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Пӗр акаҫӑ акана тухнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 13:3
27 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Акнӑ чухне хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе пынӑ та ҫав пӗрчӗсене сӑхса пӗтернӗ.


Ҫак ытарлӑхсене каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн Иисус унтан кайнӑ.


Иисус вӗсене татах ытарлӑн каласа вӗрентме пуҫланӑ:


«Илер-ха, тӗслӗхрен, смоква йывӑҫҫине. Унӑн турачӗсем папка кӑларса ешере пуҫласан, эсир ҫу ҫывхарнине пӗлетӗр.


Иисус вӗсене ытарлӑн калама пуҫланӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Унтан вӑл сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑч чавнӑ тата хурал пӳрчӗ лартнӑ. Вара пахчине тара панӑ та хӑй урӑх ҫӗре тухса кайнӑ.


Хайхи Иисуса илӗртсе тӗрӗслекенсем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ те Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ. Вара вӗсем ҫавӑрӑнса утнӑ.


Иисус вӗсене аяккарах чӗнсе илнӗ те ытарлӑн ҫапла каланӑ: «Епле-ха шуйттан шуйттана хӑваласа кӑлартӑр?


«Ҫак ытарлӑха та ӑнланмастӑр-и? – тенӗ вӗсене Иисус. – Ыттисене вара епле ӑнланса илӗр?


Ҫынсем тавҫӑрса илме пултарнӑ таран Иисус вӗсене Турӑ сӑмахне ҫакнашкал нумай ытарлӑхпа вӗрентнӗ.


Вара Петр ыйтнӑ: «Хуҫамӑр, ҫак ытарлӑха Эсӗ пирӗн валли калатӑн-и е вӑл пурин валли те?»


Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме панӑ. Ыттисене, пӗлме паманнисене, Эпӗ ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, илтсен те ӑнланмаҫҫӗ».


«Халиччен Эпӗ сире ытарлӑн калаттӑм. Аттем ҫинчен уҫҫӑн калас вӑхӑт, ытарлӑхсем калама пӑрахас вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ