Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 13:27 - Синодальный НЗ

27 Ана хуҫин чурисем ӑна ҫапла пырса каланӑ: „Хуҫамӑр! Эсӗ хӑвӑн ану ҫине лайӑх вӑрлӑх акнӑччӗ, епле майпа халӗ унта йӑлтах ҫум курӑкӗ пусса илнӗ?“

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 13:27
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Анчах та ҫӗрле, пурте ҫывӑрнӑ чухне, унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулӑ хушшине ҫум курӑкӗ акса кайнӑ.


Калча ӳссе пуҫ кӑларсан вара ҫум курӑкӗ те палӑрнӑ.


„Темле тӑшман хӑтланнӑ ҫавна“, – тенӗ хуҫи вӗсене. „Ҫумлаттарас теместӗн-и, эпир кайса ҫумлатпӑр“, – тенӗ чурисем.


Унтан Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑх вӑл хуҫа евӗрлӗ. Ҫав хуҫа ирхине ирех иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ҫынсене тара тытма тухнӑ.


Эй, тӑвансем! Тархасласа калатӑп: эсир тӗрӗс вӗрентӗве илнӗ ӗнтӗ. Эпир вӗрентнӗ пек мар, урӑхла вӗрентсе хирӗҫтерекенсенчен, такӑнтаракансенчен асӑрханӑр. Унашкаллисенчен пӑрӑнӑр.


Тимофей сирӗн патӑра ҫитсессӗн унӑн нимрен те хӑраса пурӑнмалла ан пултӑрччӗ тесе тӑрӑшӑр. Хуҫамӑр ӗҫӗшӗн вӑл манашкалах ҫунать.


Эпир вара, Турӑ ӗҫне тӑвакансем пулса, сире ҫапла йӑлӑнатпӑр: Турӑ ырӑлӑхне илни сирӗншӗн усӑсӑр ан пултӑр.


Пур тӗлӗшӗнчен те хамӑра Турӑ ӗҫне тӑвакансем пек тыткалатпӑр, пурне те пысӑк чӑтӑмлӑхпа тӳсетпӗр: хура-шурне те, хӗсӗрленине те,


Эй, пӑсӑк ҫынсем! Тӗнчепе туслӑ пулни Турӑпа тӑшманла пулнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫапла ӗнтӗ, кам тӗнчепе туслӑ пулма тӑрӑшать, ҫав Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑрать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ