Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 13:25 - Синодальный НЗ

25 Анчах та ҫӗрле, пурте ҫывӑрнӑ чухне, унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулӑ хушшине ҫум курӑкӗ акса кайнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 13:25
19 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вӗсене тата тепӗр ытарлӑх каласа кӑтартнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха хӑйӗн ани ҫине лайӑх вӑрлӑх акнӑ ҫынпа танлаштарма пулать.


Калча ӳссе пуҫ кӑларсан вара ҫум курӑкӗ те палӑрнӑ.


Ана хуҫин чурисем ӑна ҫапла пырса каланӑ: „Хуҫамӑр! Эсӗ хӑвӑн ану ҫине лайӑх вӑрлӑх акнӑччӗ, епле майпа халӗ унта йӑлтах ҫум курӑкӗ пусса илнӗ?“


„Ҫук, ҫум курӑкне ҫумланӑ чух унпа пӗрле тулли те тӑпӑлӗ, – тенӗ хуҫи.


– Выриччен хутӑшах ӳсчӗр-ха, вырмара вара выракансене ҫапла хушӑп: ҫунтарса ямашкӑн малтан ҫум курӑкне пухса кӗлтен-кӗлтен ҫыхӑр, туллине ман кӗлете пуҫтарса хурӑр“».


Ҫум курӑкне акакан тӑшман – шуйттана, вырма вӑхӑчӗ – тӗнче пӗтмӗшне, выраканӗсем ангелсене пӗлтереҫҫӗ.


Кӗрӳ каччӑ час пырайманран хӗрсем ыйхӑласа ҫывӑрсах кайнӑ.


Пирӗн хушшӑмӑрта вӑрттӑн йӗрлекен, тӑвансем пек курӑнма тӑрӑшакан сӑнавҫӑсем те пулчӗҫ. Вӗсем Иисус Христоса ӗненнипе тупнӑ ирӗкӗмӗр пирки вӑрттӑн пӗлсе пире пӑхӑнтарасшӑн пулнӑ.


Сирӗнтен хӑшӗ те пулин Турӑ ырӑлӑхне ҫухатасран асӑрханӑр. Йӳҫек тымартан наркӑмӑшлӑ хунав тухса сиен ан тутӑрччӗ, нумай ҫынна ан ирсӗрлеттӗрччӗ.


Ӑслӑ-тӑнлӑ та сыхӑ пулӑр: сирӗн тӑшман, шуйттан, арӑслан пек хӑрлатса, кама хыпса ҫӑтмаллине шыраса ҫӳрет.


Турӑ халӑхӗ хушшинче суя пророксем авалах пулнӑ. Сирӗн хушшӑрта та ҫавнашкалах суя вӗрентӳҫӗсем пулӗҫ. Вӗсем ҫынна пӗтерекен пӑсӑк вӗрентӳсем сарӗҫ, хӑйсене хӑтарнӑ Хуҫа Турӑран пӑрӑнса, хӑйсен пӗтеслӗхне хӑйсемех час тупӗҫ.


Ҫапла вара пысӑк аҫтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи ҫӗлене, пӗтӗм ҫут тӗнчене илӗртсе улталаканскере, ҫӗр ҫине ҫапса антарчӗҫ. Хӑйӗнпе пӗрле тата унӑн ангелӗсене те ҫӗре ӳкерчӗҫ.


Пӗрремӗш тискер кайӑк умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартса, вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене илӗртсе улталать. Вӑл ҫынсене хӗҫпе суранланнӑ, анчах та чӗрӗ тискер кайӑкӑн сӑнарне ӑсталама хистет.


Анчах та Манӑн сана кӑштах асӑрхаттарса каламалли пур: эсӗ хӑйне пророк теекен хӗрарӑма, Иезавеле, чармастӑн. Вӑл вара Манӑн чурамсене аскӑнланса пурӑнма, чӳк ҫимӗҫӗ ҫиме улталаса вӗрентет.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ