Эсир Мана суйласа илмен, Эпӗ сире суйласа илтӗм. Эпӗ сире, тӗнчене тухса, пӗтми ҫимӗҫ паччӑр тесе суйларӑм. Вара эсир Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ.
Сирӗн Турра тивӗҫлӗ, пур тӗлӗшрен те Ӑна юрӑхлӑ пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватпӑр. Кирек епле ырӑ ӗҫӗр те тухӑҫлӑ пултӑрччӗ, Турра пӗлесси ӳссех пытӑрччӗ.
Тӑвансем! Юлашкинчен эпир сире Христос Иисус ячӗпе ҫакӑн пирки тархаслатпӑр. Эпир сире Турра юрӑхлӑ епле пурӑнмаллине вӗрентсеччӗ, ҫавна сирӗн тата лайӑхрах тытса пымалла пултӑрччӗ.
Унтан та ытларах, Турӑ панӑ ырӑлӑхпа аталансах пырӑр, Иисус Христос Хуҫамӑра, хамӑра Ҫӑлаканӑмӑра, пӗлнӗҫемӗн пӗлсех пырӑр. Ӑна халӗ те, ӗмӗрлӗх кунра та мухтав! Аминь.