20 Чуллӑ ҫӗре ӳкни Турӑ сӑмахне илтсе ӑна тӳрех хавасланса йышӑнакан ҫынна пӗлтерет,
Ҫул хӗррине ӳкни Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗрентнине илтсе те ӑнланайман ҫынна пӗлтерет. Ун патне шуйттан пырать те чӗрине акнине вӑрласа каять.
анчах та унӑн чун-чӗри тымарсӑр та иккӗленчӗк. Сӑмахшӑн хӗн кӑтартма е хӗсӗрлеме тытӑнсан, вӑл тӳрех ӗненӳрен пӑрӑнать.
Мӗншӗн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уҫаҫҫӗ.
мӗншӗн тесен Ирод Иоанран хӑранӑ. Иоанн тӳрӗ, сӑваплӑ ҫын иккенне пӗлсе Ирод ӑна кӳрентерме паман, хӑйӗн ӗҫӗсене те нумайӑшне Иоанн каланӑ пек тунӑ, унӑн сӑмахӗсене кӑмӑлласах итленӗ.
Иоанн вӑл ҫунса ҫутӑ паракан ҫутаткӑҫчӗ, эсир вара ун ҫутинче кӑшт кӑна савӑнса юласшӑн пултӑр.
Симон хӑй те ӗненме пуҫланӑ. Шыва кӗрсен вара Филипран хӑпмасӑрах ҫӳренӗ. Филипп кӑтартакан аслӑ хӑватсемпе паллӑсене хӑй куҫӗпе хӑй курса Симон питӗ тӗлӗннӗ.