2 Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ, ҫавӑнпа Унӑн кимӗ ҫине ларма тивнӗ. Мӗн пур халӑх вара ҫыран хӗрринче тӑнӑ.
Ун патне пит нумай халӑх пухӑннӑ. Ҫынсем хӑйсемпе пӗрле уксах-чӑлахсене, суккӑрсене, чӗлхесӗрсене, сусӑрсене тата ытти чирлисене йышлӑн илсе пынӑ, вӗсене Иисус умне вырттарнӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.
Унӑн хыҫӗнчен Галилейӑран, Вунхула ҫӗрӗнчен, Иерусалимран, Иудейӑран, Иордан леш енчи ҫӗрсенчен килнӗ темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ.
Иисус каллех тинӗс хӗрринче вӗрентме пуҫланӑ. Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ, ҫавӑнпа Унӑн кимӗ ҫине ларма тивнӗ. Вӑл тинӗс хӗрринчи кимӗ ҫинче пулнӑ, мӗн пур халӑх вара ҫыран хӗрринче тӑнӑ.
Иисус, Симон кимми ҫине ларсан, ӑна ҫыран хӗрринчен кӑшт шаларах ишсе кайма хушнӑ. Унтан Хӑй кимӗ ҫинчен халӑха вӗрентме пуҫланӑ.