16 Куҫӑрсем курнӑран, хӑлхӑрсем илтнӗрен эсир телейлӗ.
«Телейлӗ эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон, мӗншӗн тесен сана ҫав чӑнлӑха этем мар, Манӑн Ҫӳлти Аттем уҫса пачӗ.
Иисус ӑна каланӑ: «Эсӗ Мана курсан тин ӗнентӗн. Курмасӑрах ӗненекенсем телейлӗ».
Мана ӗненнипе вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнмалла пулччӑр тесе, сӑвапласа тасатнисемпе пӗр шӑпаллӑ пулччӑр тесе эсӗ вӗсен куҫӗсене уҫӑн. Вӗсене шуйттан аллинчен хӑтарса Турӑ аллине парӑн, тӗттӗмлӗхрен ҫутта илсе тухӑн“.
Ҫутта тӗттӗмлӗхрен пулма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне пӗлтерсе ҫутта кӑлармашкӑн чӗремӗрсене ҫутатрӗ. Мухтав ҫути вара Иисус Христос сӑн-питӗнчен килет.