15 Ҫак ҫынсен чун-чӗри хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсем те хупӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, хӑлхи илтмест, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Мана сываттарас тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ“.
Вара ҫапла каланӑ: «Эх, Иерусалим! Хӑвна мӗн канӑҫлӑх кӳнине эсӗ ҫак кунсенче те пулин пӗлес пулсанччӗ, анчах та вӑл халӗ саншӑн пытарӑнчӑк.
Мӗншӗн тесен ҫак ҫынсен чун-чӗри хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсем те хупӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, хӑлхи илтмест, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Мана сываттарас тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ“.
Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене тӳрлетес тесе ӳкӗнӗр, Турӑ енне ҫавӑрӑнӑр.
Ҫакна илтсен тарӑхса-кӑшкӑрашса, Стефан сӑмахӗсене итлес мар тесе хӑлхисене хупласа пурте ун ҫине сиксе ӳкнӗ.
Юмах юптарнине юратса, тӗрӗс сӑмахран пӑрӑнӗҫ.
Кун пирки калаҫмалли нумайччӗ, анчах та сире, итлеменскерсене, тӑнлантарма йывӑр.
Малалла ҫав юхан шыв хула витӗр юхать. Шыв икӗ енӗпе те пурӑнӑҫ йывӑҫҫисем ӳсеҫҫӗ. Ҫулталӑкра вӗсем вун икӗ хут ҫимӗҫ параҫҫӗ. Кашни йывӑҫҫи уйӑхра пӗрре ҫимӗҫ парать, йывӑҫ ҫулҫисем – халӑхсене сиплемешкӗн.