14 Исаия пророкла калани вӗсенче пурнӑҫланӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: „Эсир хӑлхапа илтсен те ӑнланаймӑр, куҫӑрсемпе пӑхсан та кураймӑр.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме панӑ. Ыттисене, пӗлме паманнисене, Эпӗ ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, илтсен те ӑнланмаҫҫӗ».
Анчах та Ырӑ Хыпара пуртех йышӑнмарӗҫ. Исаия пророк каланӑ пек: «Турӑҫӑм! Эпир каласа пӗлтернине камах ӗненчӗ?»
Анчах та Израиль ҫыннисен ӑсӗ хытса ларнӑ. Авалхи Халала вуланӑ чухне вӗсем ҫав пӗркенчӗке уҫаймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл Христос урлӑ кӑна уҫӑлать.