«Эпӗ ӗҫес асап куркине сире те ӗҫме лекӗ, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе сире те тӗне кӗме тивӗ, анчах Хамран сылтӑм енне те, сулахай енне те лартаканӗ Эпӗ мар. Аттем вӑл вырӑнсене кам валли хатӗрленӗ, ҫавсем ларӗҫ».
Манӑн пророк пултарулӑхӗ пур пулсан та, пӗтӗм вӑрттӑнлӑхпа пӗлӗве ӑнкаратӑп пулсан та, тусене вырӑнтан куҫармалӑх ҫирӗп ӗненӳллӗ пулсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ ним тӗшне те тӑмастӑп.
Тата сире ҫак вӑрттӑнлӑха пӗлтерем: эпир пуртех те вилместпӗр, анчах пурте улшӑнатпӑр. Улшӑнасса вара пурте пӗр самантрах, юлашки труба сасси илтӗнсенех улшӑнатпӑр. Труба кӑшкӑртсан вара вилнисем ҫӗрми чӗрӗлсе тӑрӗҫ, эпир улшӑнӑпӑр.
Тепӗр тесен, сире Вӑл Хӑй ҫу сӗрсе суйласа илнӗ. Ҫавӑ сирӗнтех юлӗ. Сире кам та пулин вӗрентни кирлӗ мар. Ҫу сӗрсе суйласа илни вара суя мар, чӑн. Ҫав чӑнни хӑех сире пурин ҫинчен те вӗрентет. Эппин вӑл сире мӗне вӗрентнине тытса пурӑнӑр.