Мана кунта Яракан ирӗкӗ ҫакӑн пек: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кашни ҫын ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмалла. Эпӗ вара ӑна юлашки кун, суд кунӗ ҫитсен, чӗртсе тӑратӑп».
Эпӗ чӑн малтанах Дамаскпа Иерусалимра пултӑм. Унтан пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчи ҫынсене тата ытти халӑхсене ӳкӗнсе Турӑ енне ҫавӑрӑнма, ӳкӗнӗҫе тивӗҫлӗ ӗҫсем тума вӗрентсе ҫӳрерӗм.
Турӑ вӗсене ҫураличчен малтанах пӗлнӗ, Хӑйӗн Ывӑлӗ евӗрлӗ пулмашкӑн та малтанах палӑртса хунӑ. Ывӑллӑха илнӗ ӗненекен нумай-нумай ҫын хушшинче Хӑйӗн Ывӑлӗ малтанхи пултӑр тенӗ.
Эпӗ сире Турӑ кӗвӗҫӗвӗпе кӗвӗҫсе чунӑма ҫунтаратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ сире пӗртен-пӗр ар валли – Христос валли – ҫураҫрӑм, сире Ун умне таса хӗр халлӗн тӑратасчӗ тетӗп.
ҫавӑнпа грек та, иудей та, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирӗкли те ҫук. Христос кӑна пур; Вӑл – пӗтӗмпех, Вӑл – пуринче те.