48 «Кам Манӑн Аннем? Камсем Манӑн тӑванӑмсем?» – тенӗ Иисус Хӑйне ҫапла каланӑ ҫынна.
Ашшӗне е амӑшне Мана юратнинчен те ытларах юратакан Мана тивӗҫлӗ мар. Ывӑлне е хӗрне Мана юратнинчен те ытларах юратакан та Мана тивӗҫлӗ мар.
«Авӑ Аннӳпе тӑванусем Санпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑраҫҫӗ», – тенӗ Иисуса пӗр ҫын.
Унтан вӗренекенӗсем ҫинелле аллипе тӗллесе каланӑ: «Акӑ Манӑн аннемпе тӑванӑмсем.
Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир Мана мӗншӗн шырарӑр? Эпӗ Хамӑн Аттеме тивӗҫлӗ ҫӗрте пулмаллине пӗлмен-и-мӗн эсир?»
Иисус ӑслӑлансах, ӳссех пынӑ. Турӑ та, ҫынсем те Ӑна юратнӑҫемӗн ытларах юратнӑ.
Ҫавӑнпа эпир текех никама та этемле шухӑшласа хакламастпӑр. Маларах эпир Христос пирки ҫавнашкал этемле шухӑшланӑ пулсан, халӗ ӗнтӗ ун пек шухӑшламастпӑр.