Иисус Христос ҫурални вара акӑ ҫапла пулса иртнӗ: Иисус Амӑшне, Марияна, Иосиф валли ҫураҫсан, вӗсем пӗрле пурӑнма пуҫличченех, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Мариян ҫие юлнӑ.
Унтан Симеон вӗсене пилленӗ те, Ача Амӑшне Марияна каланӑ: «Мария, Сан чуну хӗҫпе каснӑ пек касӑлӗ, мӗншӗн тесен ку Ачана пула Израильте ӳкекен те, тӑракан та нумай пулӗ. Ун пирки нумай тавлашӗҫ, чылайӑшӗ ӑна хирӗҫ тӑрӗҫ, ҫапла вӗсен чун-чӗринчи вӑрттӑн шухӑшӗсем палӑрӗҫ».