Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 12:41 - Синодальный НЗ

41 Суд кунӗ ҫитсен Ниневи ҫыннисем ҫак ӑрупа пӗрле чӗрӗлсе тӑрӗҫ те ӑна айӑплӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Иона ӳкӗтленине илтсен ӳкӗннӗ пулнӑ. Акӑ халӗ кунта Ионӑран та Аслӑраххи пур.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 12:41
20 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Усал та пӑсӑк ӑру хӑватшӑн антӑхать, анчах та Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ.


Суд кунӗ ҫитсен кӑнтӑр енчи ҫӗр-шыври хӗрарӑм патша ҫак ӑрупа пӗрле чӗрӗлсе тӑрӗ те ӑна айӑплӗ, мӗншӗн тесен вӑл Соломон ӑслӑлӑхне итлеме тӗнче хӗрринченех килнӗ пулнӑ. Акӑ халӗ кунта Соломонран та Аслӑраххи пур».


Вара вӑл каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах тепӗр ҫичӗ сывлӑша ертсе пырать. Ҫавӑнтах вӗсем ун ӑшне кӗрсе пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав ҫынна вара малтанхинчен те начартарах пулать. Ҫак усал ӑрӑва та ҫаплах пулӗ».


Анчах та калатӑп сире: халӗ ҫакӑнта Турӑ ҫуртӗнчен те Аслӑраххи пур.


Усал та пӑсӑк ӑру хӑватшӑн антӑхать, анчах та Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ». Унтан Иисус вӗсене пӑрахса кайнӑ.


«Эй, ӗненмен, пӑсӑк ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин», – тавӑрса каланӑ Иисус.


Чӑн калатӑп сире: ҫавсемшӗн пуриншӗн те ҫак ӑрӑва айӑплав пулӗ».


Суд кунӗ ҫитсен Ниневи ҫыннисем ҫак ӑрупа пӗрле чӗрӗлсе тӑрӗҫ те ӑна айӑплӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Иона ӳкӗтленине илтсен ӳкӗннӗ пулнӑ. Акӑ халӗ кунта Ионӑран та Аслӑраххи пур».


«Ҫӳлтен Килекенни вара пуринчен те аслӑ. Ҫӗр ҫинче ҫурални ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫпах пурӑнать, ҫӗр ҫинчиллех калаҫать. Ҫӳлтен Килекенни пуринчен те аслӑ.


Пире ку ҫӑла алтса парса хӑварнӑ Иаков мӑн асаттерен те аслӑрах-им вара Эсӗ? Вӑл хӑй те, ачисем те ҫак ҫӑлтанах ӗҫсе пурӑннӑ, выльӑх-чӗрлӗхне те ҫакӑнтах шӑварнӑ».


Санӑн ҫырнӑ саккун пур, эсӗ ӳт кастарнӑ, ҫапах та саккуна пӑсатӑн. Ӗнтӗ сана саккун хушнине пурнӑҫлакан, ӳт кастарман ҫынах айӑпламӗ-и?


Ӗненӗве пула Ной та, Турӑ мӗн пуласси ҫинчен асӑрхаттарсан, Турра хисеплесе хӑранипе хӑйӗн кил-йышне ҫӑлмашкӑн карап тунӑ. Мӗн пуласси ун чухне уҫӑлман пулнӑ-ха. Ӗненӗве пула вӑл, ҫак пӗтӗм тӗнчене айӑпласа, ӗненӳрен килекен тӳрӗлӗхӗн еткерне илме тивӗҫ пулнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ