4 Епле вӑл, кӗлӗ ҫуртне кӗрсе, Турра халалланӑ ҫӑкӑрсене ҫинӗ. Ҫав ҫӑкӑрсене унӑн хӑйӗн те, унпа пӗрле пулнисен те ҫиме юраман вӗт-ха, вӗсене пӗртен-пӗр священниксем кӑна ҫиме пултарнӑ.
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Пӗррехинче, Давид хӑй тата унпа пӗрле пулнисем выҫӑпа аптӑрасан, вӑл мӗн тунине вуламан-им эсир?
Е тата шӑмат кунсенче священниксем Турӑ ҫуртӗнче шӑмат кун тума хушман ӗҫсене тӑваҫҫӗ пулин те, вӗсем айӑплӑ мар тенине эсир саккунра вуламан-им?
Епле вӑл, Авиафар аслӑ священникра ларнӑ чухне, кӗлӗ ҫуртне кӗрсе Турра халалланӑ ҫӑкӑрсене ҫинӗ, ҫав ҫӑкӑрсене хӑйпе пӗрле пулнисене те панӑ. Вӗсене священниксемсӗр пуҫне никамӑн та ҫиме юраман вӗт-ха».
Епле вӑл кӗлӗ ҫуртне кӗрсе Турра халалланӑ ҫӑкӑрсене илсе хӑй те ҫинӗ, пӗрле пулнисене те панӑ. Вӗсене священниксемсӗр пуҫне никамӑн та ҫиме юраман вӗт-ха».
Кӗлӗ чатӑрӗ туса лартнӑ, унӑн малти пӳлӗмӗнче ҫутаткӑҫ, сӗтел тата Турӑ умне хунӑ ҫӑкӑрсем пулнӑ. Малти пӳлӗме „Таси“ тенӗ.